Творческая встреча с чувашской поэтессой Раисой Сарби

Творческая встреча с чувашской поэтессой Раисой Сарби

Чӑваш чӗлхипе литература эрнине халалласа ӗнер Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗн централизациленӗ библиотека системинче вулавӑш иртрӗ. Вулавӑша "Пилеш" ача садне ҫӳрекен ачасем тата утнта ӗҫлекен ӗҫтешсем хастар хутшӑнчӗҫ.


Вулавӑша хутшӑнаканнисем Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, Чӑваш халӑх поэчӗпе, Раиса Сарпипе тата Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет председателӗпе Юлия Мареевӑпа тӗл пулчӗҫ.

Паллӑ сӑвӑҫ хӑйӗн пултаруллӑхӗпе, кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ, чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ сӑввисене илемлӗ вуласа пачӗ.Унӑн сӑввисем итлекенсене кӑмӑла кайрӗҫ.Хӑй илемлетсе пичетленӗ
кӗнекесене ачасене парнелерӗ.

Ачасем хӑнасене чӑвашла сӑвӑсем каласа, вӑйӑ-юрӑпа савӑнтарчӗҫ. Хӑнасем ачасене чӑваш чӗлхине юратма хистерӗҫ тата ытларах чӑвашла калаҫма сӗнчӗҫ.